|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Контактри» сӑн Священниксем чӑвашла вӗренма пуҫланӑ. Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий тӗслӗх кӑтартать: вӑл кӗлӗсене чӑвашла ирттерет. Малашне ытти священник те кӗлӗсене чӑвашла ирттерме пултарӗ — Шупашкар епархинче чӑвашла вӗренес текенсем валли курс уҫӑлнӑ. Унӑн йӗркелӳҫи тата ертӳҫи – Илий атте. Священниксене чӑваш чӗлхин чи лайӑх учителӗсем вӗрентеҫҫӗ: ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ Александр Степанов тата Шупашкарти 33-мӗш шкул учителӗ Ирина Диарова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен «Контактра» халӑх тетелӗнчи официаллӑ пабликӗнчи постсенчен пӗрин айне Геннадий Ложков ятлӑ ҫын ҫапла комментари ҫырса хунӑ: «Чӑваш чӗлхине ялти ачасене вӗрентни ҫинчен калаҫяҫ-и?». Комментарие вуласан республикӑн Вӗрену министерстви чӑвашла хуралавланӑ. Унта вӑл ҫапларах пӗлтернӗ: «Хальхи вӑхӑтра ҫӗр-шыв ертӳҫи Раҫҫейӗн тӗп пуянлӑхӗ - унӑн ҫыннисем пулни ҫинчен час-часах калать. Тӗрлӗ национальность, тӗн вӗрентӗвӗм, политика ӗненӳсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсем те пур. Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра икӗ патшалӑх – вырӑс тата чӑваш чӗлхисене вӗренмелли мӗнпур условисем йӗркеленӗ. Кӑҫал вӗренӳ ҫулӗнче республикӑри шкулсенче 1-11 классенчи шкул ачисен 73,5 процентне яхӑн вӗренеҫҫӗ, ҫав шутра тӑван чӑваш чӗлхи 50,1 %». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
1905 ҫулта Н.А. Бобровников Патша манифесчӗ пирки текст кӑларнӑ, унта чӑвашсене Патшалӑх думине юрӑхлӑ ҫынсене суйлама чӗнсе каланӑ. 120 ҫул ытла унтанпа иртнӗ. Апла пулин те вӑл вӑхӑтри текст стилистики питӗ кӑсӑклӑ. Хӑй текстпа эсир Наци вулавӑшӗн сайтӗнче паллашма пултаратӑр. ОрфографиЧи малтанах орфографие пӑхса тухар. Чӑн та, вӑл вӑхӑтра ҫирӗп орфографи правили пулман, ҫавна май йӑнӑшсем чылай тӗл пулаҫҫӗ. Ку кӗнекесене те вӑл вӑхӑтра наборласа ҫапнӑ — ҫакӑ та йӗр хӑварнӑ. Калӑпӑр, пӗр вырӑнта «кӗперне» тесе ҫырнӑ, тепӗр вырӑнта — «кӗпӗрне». Халь эпир «уес» тесе ҫырма хӑнӑхнине «уяс» (уйас) тенӗ, ҫапла май вулама йывӑр «Хусан уйасин» (Хусан уесӗн) пулса тухнӑ. Тепӗр вырӑн: «школа», «больница» сӑмахсем. 1905 ҫулсенче ку сӑмахсене чӑвашлатса ҫитереймен ӗнтӗ, ҫавӑнпа та вӗсене ҫапла ҫырнӑ. Пӗтӗмлетсе каласан, 1920–1930-мӗш ҫулсенче сӑмахсене ытла та чӑвашлатнишӗн ятланӑ пулин те вӗсен ӗҫӗ чӑваш ҫырулӑхне витӗм кӳнӗ-кӳнех. ЛексикаУсӑ куракан сӑмахсем те кӑсӑклӑ: мальен, кайьен. | ||
|
Чӑваш чӗлхи
![]() vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑра кӑҫал та «Чӑваш романӗ» литература конкурсӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательстви кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут йӗркелет. Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ ‒ хальхи чӑваш литературине аталантарасси, пултаруллӑ авторсене пулӑшасси, чӑвашла ҫыракансене хавхалатарасси. Конкурса материалсене кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнӗҫ: Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви. Унсӑр пуҫне fed_ol@mail.ru электрон адреспа «Чӑваш романӗ» конкурса» тесе ярса пама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Николай Сувар страницинчен илнӗ скриншот «Контактра» халӑх тетелӗнче Николай Васильев-Сувар икӗ кун каярах вырнаҫтарнӑ поста ҫак йӗркесен авторӗ паян ирпе асӑрхарӗ. «Тӑван Шупашкара пырса кӗнӗ чухне эпӗ хама кунти ҫын пек туймастӑп, наци мӑнаҫлӑхне те туйматӑп», — тесе пуҫланӑ Николай Васильев-Сувар хӑйӗн постне. Чӑваш тӗррин пӗчӗк касӑкӗсӗр тата «Шупашкар» тесе ҫырнисӗр нимӗн те ҫук тесе палӑртнӑ вӑл. «ЭПИР ПУЛНӐ, ПУР, ПУЛАТПӐР» ҫуккишӗн те, «ЧӐВАШЛА КАЛАҪӐР, ЧӐВАШСЕМ!» йыхрава курманнишӗн те пӑшӑрханнӑ. «ЧЕЧЕК, ШЕВЛЕ, ПУКАНЕ, ПЕХИЛ, ХАЛАЛ...» йышши ятсемлӗ центрсем, лавккасем, кинотеатрсем ҫукки пирки те сӑмах хускатнӑ май республикӑн Культура министерствине сӑмах тӗксе илнӗ. «Элтепер ӑҫта пӑхать? Намӑс мана сирӗншӗн! НАМӐС, НАМӐС, НАМӐС!», — тесе ҫырнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӳкӗн 28-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ «Хальхи информаци обществинчи чӑваш чӗлхи тата пуплев культури» конференцийӗн программи хатӗрЧӑваш чӗлхи
![]() Чӳкӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Хальхи информаци обществинчи чӑваш чӗлхи тата пуплев культури» ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртӗ. Мероприятие Петӗр Яккусен чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, сӑвӑҫ тата тӑлмач ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ тӗле йӗркеленӗ. Конференцийӗн тепӗр пайне пирӗн «Чӑваш халӑх сайчӗ» кӑҫал 20 ҫул тултарнине халалланӑ. Аса илтеретпӗр, унӑн ҫуралнӑ кунӗ 2005 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ шутланать. Унтанпа ҫирӗм ҫул иртрӗ. Хальхи вӑхӑтра сайт чӑвашла тата ытти чӗлхесемпе тухакан массӑллӑ информаци хатӗрӗ пек ӗҫлет. Унсӑр пуҫне «Чӑваш халӑх сайтӗнчен» уйрӑлса тухса Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ аталанать, вӑл чӑваш чӗлхипе хальхи вӑхӑтра усӑ курассине ҫӑмӑллатма тӑрӑшать. Конференцие кӳршӗллӗ республикӑри ҫынсем килме палӑртнӑ, вӗсем хӑйсен опычӗпе паллаштарӗҫ. «Медиауҫлӑхри чӑваш чӗлхи» пайра цифра тапхӑрӗнче чӗлхепе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Алина Петрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Элӗк вӑтам шкулӗнче «Аслӑ Ҫӗнтерӳшӗн» ятпа сӑвӑ вулакансен конкурсӗ иртнӗ. Кун пирки Алина Петрова чӑваш чӗлхи учителӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Конкурса кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Элӗк тӑрӑхӗнчи шкулсенчи 5-11-мӗш класс вӗренекенсем хутшӑннӑ. Унта Чӑваш Сурӑмӗнчи Елена Григорьевӑна (6-мӗш класс), Семен Семенова (10-мӗш класс), Олеся Данилова (11-мӗш класс) хӑйсен ӳсӗмӗсенчи сӑвӑ вулакансем хушшинче 1-мӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ, ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Чӑваш чӗлхи
![]() dzen.ru сайтри сӑн «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ, Мускавра чӑваш чӗлхи курсӗсене пуҫарнӑ. Чӑвашла вӗренес килет-и? Тархасшӑн! Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев хушнипе Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представительствинче чӑваш чӗлхине вӗренес текенсене пурне те хапӑл туса кӗтсе илеҫҫӗ. Сӑмах май, кӑҫалхи пӗрремӗш тӗлпулу ыран, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 11 сехетре пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Пуринчен малтан» телеграм-канал сӑн «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӑмӑршӑри «Магнит» лавккара чӑвашла мӗнле ҫырнине асӑннӑ телеграм-канала пӑхса тӑракан ҫын асӑрханӑ. Космовский урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ федераци сечӗн лавккинче чӑвашла пач ӑнланмалла мар куҫарнӑ вывескӑсем вырнаҫтарнӑ. «Тӗрӗссипе, паян Яндекс-куҫаруҫӑ та вырӑсларан чӑвашла ун пек тирпейсӗр куҫармасть. Саккуна пӑснине асӑрханӑ ҫынсем лавккасен сечӗн администрацине ҫыру ҫырнӑ», – тесе ҫырнӑ «Пуринчен малтан» телеграм-каналта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Паян Буряти Республикинче «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑна чи лайӑх вӗрентекен» конкурсӑн юлашки тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Унта Чӑваш Республикин чысне Шупашкар хулин хавшак сывлӑхлӑ ачасен 2-мӗш шкулӗн вӗрентекенӗ Ираида Васильевна Матьянова хӳтӗлет. «Атьӑр-ха ӑна ӑнӑҫу сунар», — тесе ҫырнӑ Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
